Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче Акатуйсем иртме тытӑнчӗҫ. Унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, кашни ял хуҫалӑх предприятийӗнчех ирттермеҫҫӗ-ха ӑна. Тӑкаксӑр пулмасть те, ҫавӑнпа та тӑхтаса тӑраҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче районти Акатуя ҫӗртмен 11-мӗшӗнче палӑртма шухӑшлаҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун вара вӑл тӑрӑхри «Путь Ильича» (чӑв. Ильич ҫулӗ) агрофирмӑра йӗркеленӗ.
Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа хресченсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Богданов вара коллективпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫуртрисене кӑна вӗсем 1100 гектар акнӑ. Унсӑр пуҫне пусӑ ҫаврӑнӑшне усӑ курман 450 гектар ҫӗре кӗртнӗ. Ҫапла вара вырӑнти Хорнуй ҫӗрӗсене кӑна мар, Юнкӑ, Хӗтеркасси ял тӑрӑхӗсенчи ахаль выртакан лаптӑксене те сухаласа акнӑ.
Уяв ячӗпе ял ҫыннисене «Кӗсми урам кинӗсем» вырӑнти ушкӑн тата Ҫурла Тӑрри клубӗнчи «Сеспель» эстрада ушкӑнӗ саламланӑ.
Зоя Яковлева телережиссер тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ ҫӗршывне кайса килнӗ.
Маларах вӗсем Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗччӗ. Сӑмах май каласан, Зоя Яковлевапа Владимир Васильев тата Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑччӗ, маларах каланӑ фильма кӑтартнӑччӗ.
1941-1942-мӗш ҫулсенче Беларуҫри Гродно хулинче подпольщиксен чи пӗрремӗш ушкӑнне туса хунӑ, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Николай Волков ҫинчен ӳкерекен ҫӗнӗ фильма «Вилӗмсӗрлӗхе куҫнисем» («Шагнувшие в бессмертие») ят панӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ тӗслӗхсем пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйту ӑна самай хумхантарать, мӗншӗн тесен кунашкал тӗслӗх сайра тӗл пулмасть.
Ҫулла ҫынсем чӳречесене уҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере республикӑра ҫул ҫитмен икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗх Муркаш районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑри ача халӗ реанимацире выртать. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ.
Тепӗр тӗслӗх Канашра пулнӑ. Унта, шел те, ача вилнӗ. Вӑл нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ӳкнӗ. 10 уйӑхри пепке сывлама чарӑннӑ.
Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ.
Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче.
Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.
Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне Эдуард Мочалова иртнӗ уйӑхӑн 9-мӗш каҫхине хӗненине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара эпир anticor_21 блогер ҫырнинчен илнӗччӗ.
Anticor_21 блогер халӗ тата тепӗр хыпар пӗлтерет. Унта Эдуард Мочалова хирӗҫле черетлӗ хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнине каланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайне дознаватель ыйтса пӗлме чӗннӗ-мӗн. Кайран вӑл следстви управленине кӗрсе тухнӑ иккен. Ҫавӑн чухне вӑл ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлнӗ. «Взятка» редакцине тапӑннисен тата Эдуард Мочалова хӗнекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен пӑтӑрмаха Мочалов хӑй пуҫарнӑ имӗш.
Муркаш районӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарницӑпа» «Орленок» ҫарпа патриотизм вӑййисене уҫнӑ чухне ялава пӑтраштарса янӑ. Пӑтӑрмахӗ ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех сиксе тухнӑ пулин те тӗнче тетелӗнче ку темӑна паян та сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти шкул ачисене пухса ирттерекен ҫак мероприятие Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, депутачӗ кӑна мар, вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова та, районти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Эдурад Мочалов ятлӑ вӑл тӑрӑхри хастар хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑйӑсене официаллӑ майпа уҫнӑ самантра Серби Республикин ялавне хӑпартнӑ.
Кун пек кӑлтӑк сиксе тухнишӗн Эдурад Мочалов район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева, район пуҫлӑхне Игорь Николаева ятлать, намӑслантарса ӗҫрен кӑларса ямалла тесе вӑрҫать, патшалӑх элемне хисепе хуманни тесе хакланӑ май прокуратурӑн мера йышӑнмалла тесе шухӑшлать. Хыпара сӳтсе явнинче Станислав Упасси блогер: «Пӑтранчӑклӑ самана — кӑлтӑрмач-шоу самани...» — тесе лӑплантарма тӑрӑшнӑ. «Мӗн тумалла? Самани, ӗнте, халӗ ҫавнашкал — пӑтранчӑклӑ. Тарӑхни кирлӗх те мар. Хам, тейӗпӗр, кулӑш шайӗнче кӑна иртерме тӑрӑшатӑп», — ҫырнӑ вӑл комментарире.
Йӗкӗреш ҫут тӗнчене килни — сайра тӗслӗх. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан Александр Аркадьевичпа Ольга Кронидовна Зайцевсен ҫемйинче йыш хушӑннӑ — ҫут тӗнчене тӳрех икӗ ача килнӗ.
Мӑшӑр вӗсене питӗ кӗтнӗ. Ывӑлпа хӗр пӗр харӑс ҫуралнинчен пысӑкрах телей тата мӗн пур-ши? Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсем валли сайра тӗл пулакан ят шыраса тупнӑ: Еванжелина тата Максимилиан.
Муркаш районӗнче кӑҫал ку таранччен йӗкӗреш ҫуралман. Еванжелинӑпа Максимилиан — пӗрремӗш. Районти ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Ҫак шӑматкун «Ирӗклӗх» хастарӗсем Муркаш тӑрӑхне ҫитнӗ. Ахаль мар, 174 ҫул каялла Шурча вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнма.
Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ. Мероприятие хастарсем ҫамрӑк юман лартнипе вӗҫленӗ.
Аса илтеретпӗр, Шурча вӑрҫи — 1842 ҫулта пулса иртнӗ халӑх пӑлхавӗ. Вӗсем патша влаҫӗ йышӑнӑвӗпе килӗшменнипе пуртӑ-сенӗк йӑтса салтаксене хирӗҫ тухнӑ. Ку тӑрӑхри чӑвашсемпе ҫармӑссене тата тутарсене «обществӑлла запашка» текен саккун кӑмӑла кайман. Пурӗ 10 пин ытла ҫын патша йӗркине хирӗҫ тухнӑ. Халӗ Шурча ялӗнче обелиск тӑрать — ӑна паттӑр чӑвашсене халалласа совет саманинчен лартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртнӑ май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем ҫынсене тӳлевсӗр кӗртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Ф.С. Васильев музейӗ пур.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче музейра Уҫӑ алӑксен кунӗ тата парне кунӗ иртнӗ. Ҫак кун музея кашниех тӳлевсӗр кӗрсе курма пултарнӑ. Ял ӗҫченӗсем музей ертӳҫи Н. Яковлева ирттернӗ экскурсие интересленсех итленӗ, хӑйсем кӑмӑллӑ пулнине пытарман.
Хӑнасем пушӑ алӑпа килмен. Вӗсем музея тата темиҫе экспонатпа пуянлатса хӑварнӑ тесе пӗлтерет аваллӑх управҫин пуҫлӑхӗ Н. Яковлева пӗлтернӗ. Унта, сӑмахран, Кивӗ Матьӑкри Афган вӑрҫин паттӑрӗ Юрий Тарасов ҫитӗннӗ сӑпка музейра вырӑн тупнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.
Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |